назв. моления. Хир-б. ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, çăва кĕрсен, канлĕ (scr. кăлнă) вăхăтра çăмăр чӳк тăваççĕ. Н. Седяк. Çăмăр чӳкне çăмăр пулмасан тăваççĕ. Ялтан çу, сĕт, кĕрпе, çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. Ял вĕçне тухса пĕçерсе чӳклеççĕ хуранĕпе лартса, унтан вара валеçеççĕ пăттине. Çисе пĕтерсен, пурте кĕпи-йĕмĕсемпех шыва кĕреççĕ. Кĕменнисене шыва тытса пăрахаççĕ. Таврăннă чух урамри çынсене те шывпа: „çăмăр чӳк шывĕ“, тесе сапаççĕ. Пăттине пĕçерсе кĕл-туса пĕтерсен, кăвакарчăн вĕçтерсе яраççĕ, Кăвакарчăн хĕвел-тухăç енеле кайсан: тырă пулать, теççĕ. „Çак чӳке ака пĕтсен тăваççĕ. Срв. описание „çерçи чӳкĕ“. Етрух. Çăмăр пулман чухне çерçи чӳкĕ тунни. Çăмăр пулман çул, чăвашсем çерçи чӳкĕ тăваççĕ. Ялта пĕр виç ватă çын пулсан, усем ялти мĕн пур çамрăк ачасене пурне те пĕр çĕре пухăнма хушаççĕ, вăл ачасене пĕр ачана хушаç килрен кăçкăрса çӳреме. Вара вăл ача кăçкăрса çӳрет кантăкран; вот епле кăçкăрать: çăмăр çуман пирки ваттисем, уçăп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухăнма хушрĕç; усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Вара çапла кăçкăрсан çӳлленех ялта пĕр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаççĕ: ачасем, епле, каплах пулсан, пĕр çăмăрсăр пирĕн тырă-пулă пулмасть, çерçи чӳк тăвас пулать, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк çерçи чӳк тусан çăмăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ, ачасем, епле пулсан та, ан ӳркенĕр!“ Вара ачасем кăçкăраççĕ: ваттисем хушнине мĕнма ӳркенес-ха, теççĕ, вăл çăмăр пулсассăн хамăра усă пулать, эпир вара хамăр та выçă вилместĕпĕр. Ну вара ваттисем калаççĕ: эппин, ӳркенмесен, акă çапла пуçтарăр: пĕр çиччĕн-саккăрăн çерçи чĕппи пуçтарма кайăр, килĕрен пуçтарăр, камăн лупас çумĕнче, çта кĕлет çунаттисенче пулать, усен сассисем паллă: чăрăк! чăрăк! туни. Акă усене пуçтарса пурте çырма хĕрне анăр, унта усене тасатса пăтă пĕçерес пулать, тет; ыттисене çăнăх, кĕрпе, çăв, тăвар килĕрен пуçтарма яраççĕ. Çав япаласене пурне те пуçтарса пырсан, вара калех пĕр чухăн çын латĕнче пашалу пĕçереççĕ, çине çу сĕреççĕ. Пăттине çырма хĕринче пĕçереççĕ; пĕçерсе çитерсен, пур хатĕр те çитсен, вара шыв хĕрне анса çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! теççĕ, картусне е шĕлепкине хул айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать, вара унтан çиме пуçлаççĕ çерçи чĕппи пăттине; унта çерçи чĕппи те, алă та çитмен сакара(?) йĕри-тавра лараççĕ те, хуранĕ çинченех çиеççĕ. Çисе пĕтерсен кайран, çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш, çырлах, вутăш! тет, унтан ачисем те çавăн пекех: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ, вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выляр шыв варĕнче, вара çумăр лайăх пулать, тет. Унтан ват çын килне тавăрнать. Ачасем витресемпе шыв ăсса пĕр-пĕрне хăваласа çӳресе пуç тăрăх шыв яраççĕ. Ачисем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам, кĕписенчен шыв юхса тăрать, хăйсем çапах пĕр-пĕрне шывпа сапассине пăрахмаççĕ. Юлашкинчен ял хушшинчи тултарнă урам каткисенчен ăса-ăса сапаççĕ. Урам каткисенче кăçан та кăçан шыв пĕтет, вара тин чарăнаççĕ, унтан вара килĕсене кĕрсе типĕ кĕпе-йĕм тин тăхăнаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çăмăр пăтти çăмăр пĕпĕчĕ çăмăр учукĕ çăмăр хулли « çăмăр чӳк » çăмăрла çăмăрт çăмçак çăмарта çăмарта ăшалани